Пятница, 03.05.2024, 13:47
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт Львовой Алисы Николаевны

Меню сайта
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0
Форма входа

Классный час на тему "Сывлах"

Уçả класс сехечẻ

Тема: Cывлảх – чи пысảк пуянлảх.

                                                     Эпиграф: 

                                                                      И, мẻн пуян, тảванảм?

                                                           Сывлảх пуян!  

                                                                    Сывлảх çул памасảр  

                                                   Ăçта каян?

Тẻллевсем: ачасене хảйсен сывлахне упрама вẻрентесси;

пирус сиенẻ пирки калаçасси;

сывлảхлả пуласси тата ảна упрасси, çирẻплетесси çын хảй пурнảçне ачаран мẻнле йẻркелесе пынинчен килнине ảнлантарасси

1-мẻш ертсе пыракан.

Кашни çыншảнах чи пысảк тупра – сывлảх. Пепке çут тẻнчене килсенех ảна пурте сывлảх сунаççẻ. Пẻрремẻш кунẻсенченех ачан сывлảхне ашшẻ-амảшẻ, тухтảрсем сảнаççẻ, май килнẻ таран упраççẻ.  

2-мẻш ертсе пыракан:

Мẻн –ха вảл сывлảх? Кам хảйẻн шухảшне калас тет?

Ачасем хуравлаççẻ.

1-мẻш ертсе пыракан:

Паллах, ÿт-пÿ кẻрнеклẻ пулни те, ảс-тảн çирẻплẻхẻ те, кảмảл çẻкленÿлẻхẻ те сывлảхпа тачả çыхảнура тảраççẻ. Сывлảхлả пуласси тата ảна упрасси, çирẻплетесси çын хảй пурнảçне ачаран мẻнле йẻркелесе пынинчен нумай килет. Çын хảйне хảй упрани, кун йẻркине çирẻп тытса пыни, апата виçеллẻ тата вảхảтра çини, спортпа туслả пулни, уçả сывлảшра çÿрени – çаксем пурте сывлảха упрама, ảна çирẻплетме пулảшаççẻ. Сывả çын тẻрлẻ енлẻ аталанма, тảрảшса вẻренме, ẻçлеме, телейлẻ пулма, савảнса пурảнма пултарать. Çавảнпа та пирẻн сывлảха упрама пẻлмелле. «Пуян – пуян мар, сывлảх пуян. Сывлảхран хакли нимẻн те çук»,- тенисене яланах асра тытмалла. Ачан çирẻп сывлảхẻ тẻрлẻ сảлтавсенчен килет: йảхран йảха куçса пыракан чир-чẻртен, организм уйрảмлảхẻсенчен, экологирен.

2-мẻш ертсе пыракан:

Çынна яланах таса сывлảш кирлẻ. Тẻрлẻ хими хутảшẻ, заводсенчен тухакан тẻтẻм-сẻрẻм, автомашинảсем кảларакан тẻрлẻ газ, çынсем пảрахакан çÿп-çап - çаксем пурте экологие пảсаççẻ. Эпẻ пẻлнẻ тảрảх, сигарет тẻтẻмẻ те сывлảша самай пảсать. Апла пулсан – сигарет туртакан çын хảйẻн организмне те, туртман çын организмне те сиен кÿрет. Паян эпир сирẻнпе сигарет сиенлẻхẻ çинчен калаçảпảр. Тавлашса та илẻпẻр. Эпир ларакан пÿлẻм – Суд залẻ пулẻ. Кунта çынна сиен кÿрекен Сигарет ẻçне пảхса тухảпảр. Ачасем, эсир присяжнảйсем пулатảр. Тимлẻ итлесе ларảр, тухса калаçма хатẻрленẻр.

Секретерь:

Пурне те ура çине тảма ыйтатảп. Суд пуçланать.

Судья, прокурор, адвокат костюмẻсене тảхảннả ачасем кẻреççẻ.

Секретарь:

Суда ( хушамачẻ, ячẻ) ертсе пырать. Секретарẻ (хушамачẻ,ячẻ). Судья сảмах илет.

Cудья.

Сывлảх сунатảп. Пурте ларảр. Паян эпир çын организмне сиен кÿрекен, тẻрлẻ чир-чẻре яракан, тепẻр чухне çын пурнảçне вảхảтсảр татакан Сигарет ẻçне пảхса тухатпảр. Айảплине илсе кẻрẻр. Сигарета илсе кẻреççẻ.

Судья: Хисеплẻ çынсем, эсир паян суд ẻçне хутшảнатảр. Пирẻн сигарет шảпине татса памалла пулать. Чảннипех та айảплả-и вảл е айảплả мар? Айảпланакан Сигарет, ура çине тảма ыйтатпảр. Сире сảмах. Тẻрẻссине кảна калатảп тесе тупа тảвảр. Хảвảрпа паллаштарảр.

Сигарет:   Эпẻ Америкảра кун çути куртảм. Европảна мана Христофор Колумб илсе килчẻ. Вảл 1492 çулхи октябрẻн 12-мẻшẻнче Инди çыранẻ çине çитме палảртнả, анчах та тẻрлẻ сảлтава пула ảнсảртран Америка çẻрẻ çине килсе тухрẻ. Кунти халảх ют çẻртен килнẻ çынсене кучченеç – типẻтнẻ петум курảкẻнчен çавảрса тунả трубка – пачẻ. Килнисем тутанса пảхма хирẻç пулмарẻç. Ун хыççảн Христофор Кубảна çитрẻ. Вырảнти çынсем çул çÿревçẻсене типẻтнẻ курảк сẻнчẻç. Кунта мана Сигара тесе чẻнетчẻç. Чи малтан манпа корабль çинчи матроссем туслашрẻç, туртма вẻренчẻç. Çавảнтан пуçланчẻ те ẻнтẻ манảн ирẻклẻ те савảк пурнảç. Эпẻ хảвảртрах тẻрлẻ çẻр-шыва, хулана, яла çитрẻм. Малтанах эпẻ арçынсемпе туслашрảм, унтан мана хẻрарảмсемпе ачасем те кảмảллама пуçларẻç. Российảра мана 1697 çулта Пẻрремẻш Петẻр ирẻк панипе сутма пуçларẻç. Петẻр патша хảй те манпа питẻ туслảччẻ.  

Судья:  Прокурор сảмах илет.

Прокурор: Паянхи куна илес пулсан çынсем Сигарета питẻ кảмảллаççẻ. Çẻр çинчи арçынсенчен çурри, хẻрарảмсенчен тảваттảмẻш пайẻ Сигаретпа туслả. Вẻсем хảйсен сывлảхне сиен кÿни çинчен пẻрре те шутламаççẻ, уççанах урамра сигарет туртса тảма та именмеççẻ. Сигарет кÿрекен чир-чẻртен çулсерен 700 çын пурнảçẻ вảхảтсảр татảлать. Сывлảх хуралçисем палảртнả тảрảх, Çẻр чảмảрẻ çинче пурảнакан çынсем Сигарет тẻтẻмне сывланипе те тẻрлẻ чир-чẻре кайма пултараççẻ. Сигарет туртакансен айảпẻпе час-часах кил-çуртра, тẻрлẻ учрежденире, вảрмансенче пушар тухать. Пушарта çынсен пурлảхẻ çунса кẻлленет, вилекенсем те, сусảрланса юлакансем те сахал мар. Пẻр сảмахпа каласан, Сигарет çынна питẻ пысảк сиен кÿрет.

Судья: Тавах. Халẻ Сигарета айảплакансене сảмах парар.

Чẻре, Пуç, Упке кẻреççẻ.

Чẻре:

Эп Чẻре.

Мана япảх, тÿсме йывảр,

Еçлеме вảй-халảм çук.

Эп вилетẻп, эп пẻтетẻп.

Вẻçленет иккен кун-çул.

Кислород та çитми пулчẻ,

Никотин пảвать ялан,

Юн тымаррисем çунаççẻ,

Кẻлленеççẻ кунран-кун.

Çảлảр, пулảшảр тархасшảн,

Пурảнас килет –çке ман.


Пуç.

Эпẻ Пуç.

Пẻтерет ку сигарет.

Пурảнма пẻр шанчảк çук.

Амảш панả укçана

Пẻтерет Сигаретпа.

Туянасчẻ пахча-çимẻç-

Вảл пуян витаминпа.

ẻнер панả урока –

Вẻренмен-ха паян та.

Манảн ảс чаксах пырать,

Тимлẻх кунран-кун хавшать.

Пуçảмра çẻн шухảш çук –

Пурнảç тẻксẻм апảрша.

Айảпли – çак Сигарет:

Вảл пире асап кÿрет.


Упке:

Эп ÿпке.

Пẻтетẻп, пẻтетẻп

Кẻçех тẻп пулатảп.,

Çынсемех татаççẻ

Хảйсен кун-çулне.

Пире тẻтẻмпе минретеççẻ

Çунтараççẻ хảйсен ảш-чикне.

Сывлảш пÿлẻнсе ларать,

Хытả ÿслẻк аптратать,

Пыра çурса кảларать.

Йảлảнатпảр, пурнảç парảр.

Çảлảр çак сигаретран.

Ун чури пулса çитет –

Сывлảхпа çÿрес килет.


Судья: Халẻ свидетельсене итлер.

Хими учителẻ: Хаклả судья, итлекенсем. Сигарет чảннипех те çын пурнảçẻшẻн питẻ сиенлẻ. Сигарет айảпẻ куçảн курảнса тảрать. Сигарет тẻтẻмẻнче 6000 яхảн тẻрлẻ компонент, хутảш тẻл пулать.Вẻсенчен 30-шẻ наркảмашлả. Чи наркảмảшлисем никотин, аммияк, синиль хутảшẻ, сẻрẻм газẻ. Çынна вẻлермешкẻн 1-2 миллиграмм таса никотин та çителẻклẻ. Сигарет тẻтẻмẻ çын организмне ерипен кẻрсе пырать: чẻре, пуç мими, пẻвер, ÿпке тата ытти органсем те чире каяççẻ. Туртакан çын хảйне кảна мар, пẻр пÿлẻмри ытти çынсен сывлảхне те пысảк сиен кÿрет. Вẻсем хảвảрт ывảнаççẻ, ẻçлес хевти, тимлẻхẻ чакать.

Судья: Туртакансем ẻнентернẻ тảрảх, Сигаретри сиенлẻ япаласем фильтрта юлаççẻ, организма сиен кÿме пултараймаççẻ. Кун пирки эсир мẻн калама пултараятảр?

Хими учителẻ: Шел пулин те, сигаретри фильтр пур сиен япалана та тасатса çитереймест. Сигаретри сиенлẻ хутảшсенчен пẻр пайẻ çеç фильтрта юлать, ытти çын организмẻнче саланать.

Судья: Тавах. Сигарет, эсир хими учителẻн сảмахẻсене йышảнатảр-и?

Сигарет: Йышảнатảп.

Судья: Халẻ тепẻр свидетеле, физкультура учительне , итлетпẻр.

Физкультура учителẻ: Спортра Сигарет валли вырảн çук. Сигаретри никотин çын организмне пур енчен те сусảрлатать. Сигаретпа ашкảнакан ачасен сывлảхẻ хавшак. Апла пулсан – унпа туслả ачасем нихảçан та спортра пысảк çитẻнÿсем тума пултараймаççẻ. Малтанхи вảхảтра вẻсем хảвảрт ывảнаççẻ, сывлảшẻ пÿлẻнме пуçлать, ал-ура, шảмảсем ыратма пуçлаççẻ. Сигарет чылай çын шảпине хуçать, пуласлảхне татать. Сигарет малтан çынна илẻртет, кайран вара хảй тыткảнне илет.  

Судья: Тавах, халẻ шкул тухтảрẻ сảмах илет.

Шкул тухтảрẻ: Кашни ача çẻр çине телей курма, савảнса пурảнма çуралать. Çут çанталảк пире пурне те кун-çул, сывлảх парать. Çирẻп сывлảх – чи хаклả пуянлảх, анчах çакна чылай чухне ảнланмастпảр, упрама пẻлместпẻр. Нимẻн ыратман чухне темшẻн çакảн çинчен манатпảр, Сигарет туртса ашкảнатпảр. Сигарет туртни уйрảмах çамрảк организмшảн питẻ сиенлẻ. Сигаретпа туслả ачасен сывлảхẻ çирẻп мар. Нерв системи, чẻрепе юн тымарẻсем тата ытти органсем те япảх ẻçлеме пуçлаççẻ, ảс-тảн вảйẻ чакать. Çын хảй ирẻкẻпе сигарет туртса сывлảхне пẻтернине ниепле те ảнланма çук. Чылай ют çẻр-шывра сигарет туртасси модảран тухса пырать. Эсир те , ачасем, кирлẻ мар йảла-йерке чурисем ан пулảр. Сигарет туртни организмшảн сиенлẻ пулнине яланах асра тытảр. Тẻрẻс, йẻркеллẻ, сывлảхлả пурảнма мẻн ачаран вẻренẻр. Пẻрре çухатнả сывлảха нимпе улảштарма та, укçалла туянма та çук. Çыннảн пурнảçри чи пысảк пуянлảх – сывлảх. Сывлảх ẻмẻрлẻх.

Адвокат: Хисеплẻ суд. Приговор йышảннả чухне ман сảмахсене те шута илессе шанатảп. Çын сигарета хảй кảмảлẻпе, хảй ирẻкẻпе туртать. Сигарета мẻнле хакпа туянассине те, кунне миçе хутчен туртассине те , ảçта туртассине те çын хảех палảртать. Апла пулсан, сывлảхне пẻтернẻшẻн те, кун-çулне кẻскетнẻшẻн те пẻтẻмпех чи малтан çын хай айảплả. Тата çакна каласа хảварас килет. Ачасем Сигаретпа çывảхланнả вảхảтра ашшẻ-амảшẻ ảçта пулнả-ши? Аслисем ачисене сигарет серепинчен мẻншẻн вảхảтра хảтармаççẻ? Тен, Сигарет сиенлẻхẻ çинчен каласа ảнлантарнả пулсан ача-пảча ảна нихảçан та алла тытман пулẻччẻ. Ача йышẻнче те, ÿссе çитнисем хушшинче те Сигаретпа туслашман çынсем чылай. Вẻсенчен пирẻн хамảр сывлảха упрама , çирẻплетме, кун йẻркине пảхảнса пурảнма вẻренмелле. Çакна манса ан кайảр. Сигарет никама та пусмảрламасть, çын хảй ирẻкẻпе ун серепине çакланать, унảн чури пулса тảрать. Пẻтẻмпех çынран хảйẻнчен килет.

Прокурор: Хаклả суд. Эсир сигарет айảплả пулнине куратảр. Вảл çав тери сиенлẻ те хảрушả. Сигарета пачах тẻп тумалла. Адвокат: Хаклả суд. Эпẻ сире сигарета та ảнланма ыйтатảп. Сигарета тẻрлẻ фильмра, рекламảра час-часах курма пулать. Сигарета май килнẻ таран хитрелетсе кảтартма тảрảшаççẻ. Çак илẻртÿллẻ рекламảна çынсем хảйсен ирẻкẻпе тảваççẻ. Паллах, ыттисен вара тутанса пảхас килет. Апла пулсан мẻншẻн Сигарета кảна айảплатпảр? Çыннảн хảйẻн пẻр айảп та çук-ши7

Прокурор: Хирẻçлетẻп. Юлашки çулсенче пирẻн çẻр-шывра Сигарет туртма пảрахтарас тẻллевпе тẻрлẻ ẻçсем тảваççẻ. 18 çула çитмен ачасене Сигарет сутма ирẻк çук. Çынсем йышлả çÿрекен çẻрте сигарет туртма пачах чарнả.

Судья: Пурне те тав. Суд канашлảва каять.

Борис Борлен.

Хẻлле шảнсассảн чи кирли

Хурлảханпа хảмла çырли.

Матрÿшкепе вẻретнẻ чей

Еçет те чирлемест мучей.

Килте кирлех сухан-ыхра,

Вẻсем пулсан – эс сывлảхра.

Кашни каçах ẻçсессẻн турảх

Вар чирẻпе чирлемẻн урảх.

Ирпе ирех çисем шảлан

Пит пысảк усả çав çырлан.

Мунча кẻмешкẻн кирлẻ милẻк,

Вара ыратмẻ санảн пилẻк.

Хур çảвẻпе пите сẻрсен

Шартламара та тảм илмен.

Еçсен, йÿле ярса çÿрен –

Усẻрẻлен те ÿсẻрен.

Яш-кẻрẻме эрех-сảра

Часах яраççẻ сусảра.

ẻçлетẻн уçả сывлảшра

Чи ырả туйảм ảшảмра.

Чи çирẻп сывлảх – Турảран,

Çурта лартса кẻл тунảран.


Судья кẻрет

Судья: Сигарет ẻçẻпе тẻплẻ паллашрảмảр. Айảплакансене те, адвоката, свидетельсене, прокурора итлерẻмẻр. Пур лару-тảрảва шута илсе приговор йышảнтảмảр:  

1. Сигарета çыншảн сиенлẻ тата наркảмảшлả тесе йышảнас.

2. Çынна Сигаретпа çывảхланнảшảн çирẻп асảрхаттару парас. Малашлảхра Сигаретран хảтảлма хушас.


II. Пẻтẻмлетÿ

Поиск
Календарь
«  Май 2024  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Copyright MyCorp © 2024
Бесплатный конструктор сайтов - uCoz