Пятница, 03.05.2024, 13:44
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт Львовой Алисы Николаевны

Меню сайта
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0
Форма входа

Сценарий классного часа "Ырả çын пулар"


                                                Эпиграф: «Ырра курсан ырả пулảн,  

                                                                     Усала курсан усал пулảн»  

Тẻллевсем:

Пẻр-пẻрне хисеплеме, йывảр вảхảтра пулảшма, сảпайлả пулма вẻрентесси;  

Пурнảçра йảнảш тảвасран асảрхаттарасси;

Çынлảха, ảс-хакảла аталантарасси.

Доска çине ваттисен сảмахẻсем çырнả:

Ырри çẻнтерет, усалли пẻтерет.

Ыррине курсан ырả пулать.

Ырả сảмах юмана та чун панả тет.

Ырả сảмах каланипе чẻлхе хảрса ÿкес çук.


I. Учитель сáмахè

Ырả, ырảлảх, ыр кảмảллảх… Килẻшÿллẻ те çепẻç сảмахсем. Чảваш чẻлхинче чи ảшả туйảмсемпе çиçекен, чун хавалне хảпартлантарса тảракан асамлảх пытаннả тейẻн вẻсенче. «Сана усал тума мар, ырả тума çуратнả! Ăна эсẻ ан ман, мẻн вảй çитнẻ таран çынсене ырả тума тảрảш», - тенẻ И.Я.Яковлев чảваш ачисене валли çырса хảварнả ÿкẻтẻнче. Пирẻн пунảç çутả тẻнчере пẻрре кảна. Ăна вара чыслả пурảнса ирттермелле. Чыса ырả çын кảна тивẻçлẻ. Çын мẻнле пуласси ачаранах палảрать. Авалхи чảвашсем ырảсем тесе этем кун-çулне йẻркелесе, сыхласа –упраса пыракан турảсене каланả. Апла пулсан ырả çын Турả пекех таса чунлả пулмалла. Мẻнле çынна ырả тетпẻр?

Вẻренекен: Ырả çын вảл – кảмảллả, чипер, сапảр, хисеплẻ те сảваплả çын. Çын ырả пулни унảн калаçảвẻ -пуплевẻнчен, тыткаларảшẻнчен тата ẻçẻ-хẻлẻнчен курảнать.

Вẻренекен: Ырả çын пуринчен ытла ватảсене, хảйẻнчен аслисене хисеплет, тантảшẻсемпе килẻшÿллẻ те сảпайлả тыткалать. Кẻçẻннисене кÿрентермест. Усал чунлả çынсен юлташẻсем çук. Ырả чунлả çын патне вара пурте туртảнаççẻ. Пирẻн хамảртан кẻçẻннисене ырả тẻслẻх кảтартса пулảшса пымалла. Эпир тунả йảнảша вẻсем ан туччảр тесен тẻрẻс çулпа пыма вẻрентмелле. Пурнảç никẻсẻ виçẻ çирẻп чулран тảрать теççẻ: 1) Ырả шухảш 2) Ырả сảмах 3) Ырả ẻç. Кашни çыннảн хảйẻн ẻмẻрẻнче çут çанталảк ырлảхẻпе пуянлảхне упрамалла, тảван-хурảнташа юратса чысламалла, хảй таврашẻнчи мẻн пур çынсене хисеплесе пурảнмалла. Этем çẻр çине çут тẻнчери пурнảçа – пурлảх никẻсне, ảслảлảха, илеме аталантарма çуралнả. Чảваш Республикин Президенчẻ Н.В.Федоров Патшалảх Канашне янả çырảвẻнче те çак шухảшсем тẻл пулаççẻ: « Чи кирли - ảс-хакảл. Пирẻн ảс-хакảл вảйẻ кảна халảхảмảра упраса хảварма пултарать, унảн çут çанталảк сảпкине хÿтẻлет малашнехи пурнảçа сывả ảрупа тивẻçтерет. Хашẻсем пурлảх хыççảн кайса Чун çинчен, кảмảл çинчен манаççẻ, çакảн пек чухне тảнảçлảх та, ырлảх та вẻçленет. Чи кирли, чảнах та , ảс-хакảл». Кирек ảçта та – хулара-и, ялта-и, урамра-и, клубра-и, шкулта-и, çавảн пекех кирек кампа та хамảра яланах йẻркеллẻ, сảпайлả тытмалла. Хảвảра епле хисепленинчен сире хисеплесси килет. Тепẻр чухне эпир пẻр-пẻрне сивẻ сảмах каласа кÿрентеретпẻр.

Халẻ Эзоп çинчен калакан халапа итлесе пảхар.

Пẻррехинче пуян купса патне хảнасем пухảннả. Вẻсенчен пẻри:

- Пẻтẻм хула пẻлет: сан çивẻч ảслả та тавçảруллả тарçả пур. Ăна пасартан тẻнчери чи илемлẻ япалана илсе килме хушса яр-ха, - тенẻ.

Хуçа Эзопа чẻнсе килме хушнả.

- Эзоп, илтетẻн - и мана? Акả сана укçа, пасара кай та тẻнчери чи илемлẻ япалана илсе кил.

Тарçả тухса каять. Кẻçех ал шảллипе витнẻ сарлака чашảк илсе кẻрет. Ал шảллине уçсан унта чẻлхе выртнине курах каяççẻ.

- Эзоп, эсẻ чẻлхе илсе килтẻн вẻт?

- Вара вảл тẻнчери чи илемлẻ япала мар-и? Пирẻн чẻлхе ырả, кảмảллả, юрату сảмахẻсем калать, çынсем хушшинчи туслảха çирẻплетет, пирẻн чẻлхех «ирẻклẻх» сảмаха янратать.

Тем вảхảт иртсен хảнасем:

- Санảн тарçу тẻнчери чи хảрушả япалана илсе килтẻр,- теççẻ.

Эзоп каллах çав чашảкпах таврảнать. Ал шảлли айẻнче каллех чẻлхе выртнả. Ханасем тẻлẻнмеллипех тẻлẻнеççẻ.

- Эзоп, эсẻ татах чẻлхе илсе килнẻ-çке.

- Ку хảрушả япала мар-и-ха? Чẻлхепе эпир тарảхảва палảртатпảр, ун урлả вảрçả пуçланнине пẻлтеретпẻр, «тарçả» сảмаха калатпảр. Çапла вара, сảмах çынна паттảр пулма пулảшать, ырả ẻçсем тума хистет, ун чẻринче таса юрату туйảмẻ чẻртет, çав вảхảтрах вảл çынна мẻскẻнлетет, унảн кảмảлне хуçать, усал ẻçсем патне тẻртет.

Ыйту: Эзоп пасартан чẻлхе туянса килсе тẻрẻс тунả-и? Чи хаклả япала туянма укçа панả пулсан мẻн туянса килẻччẻ-ши вảл?

Ырả сảмах каланипе чẻлхе хảрса ÿкес çук тенẻ пирẻн мảн асаттесем. Сана çын ырả турẻ пулсассảн эсẻ ảна тав ту, хảвна пулảшнине, ырả тунине ан ман. Ху çынсемпе ырả пулсан – çынсем те санпа ырả пулẻç. Ырри вảл ырảпах таврảнать.

II/ Элен Нарпи çырнả «Ултав» калава тишкерни.

«Кукảр çулпа çÿресрен, ултавпа тảвас ẻçрен хảраса тảрảр: тÿрẻлẻхсẻр курнả усả, ултавпа тупнả телей тẻреклẻ мар, вảл вảраха пымасть»,- тенẻ И.Я.Яковлев. Çак сảмахсем пире тÿрẻ, ултавсảр пурảнма вẻрентеççẻ. Анчах та эпир хảш чухне çывảх çынсене, атте-аннене, тантảшсене улталатпảр. Çакна эпир Элен Нарпи çырнả «Ултав» калава вуласа пẻлтẻмẻр. Ку хайлаври тẻп сảнар – Андрей. Вảл улттảмẻш класра вẻренет.

Ыйту: Андрей шкула çÿрекен çул хẻрринче мẻнле киоск пур?

Вẻренекен: «Спортлото» тесе çырнả киоск. Андрей кунне сахалтан та икẻ хутчен ун умẻпе иртет. Пẻрре – шкула кайнả чух, тепре - таврảннả май. Ирхине иртсе çеç каять, каялла килнẻ чухне вара чарảнса тảрсах сентресем çине вырнаçтарнả ảпảр-тапảра сảнама юратать.

Ыйту: Андрей ытларах мẻнле япаласене сảнаса пảхать?  

Веренекен: Хảйне кирлẻ пек япаласене сảнаса пảхма кảмảллать. Хитре ручка-и, кảранташ шẻвẻртмелли хатẻр-и? Ыйту: Пẻррехинче амảшẻ Андрея шкула укçа ытларах парса ярать. Вảл çав укçапа мẻнле усả курать?

Вẻренекен: Киоскран икẻ лотерея билечẻ илет. Акả часах укçа выляса илетẻп тесе шухảшлать. Çапла шухảшласа пẻр билетне уçса пảхрẻ: çук иккен, ảнảçсảрри пулчẻ. Апла тепри ảраскаллả? Уçрẻ… Анчах ку та пуш-пушах. Халь мẻн тумалла? Кẻсьере татах вак укçа пур. Хẻрсе кайнả ача тепẻр икẻ билет илет. Тепẻр самантран чунтан макảрса ямарẻ: икẻ билечẻ те вылявсảр. Тин кảна çẻкленÿллẻ кảмảлпа тảракан Андрей хảйне такам пẻр шелсẻр чавса тảршшẻ лартнине туйрẻ. Кÿренÿ, тарảху, ÿкẻнÿ туйảмẻ пảркảчласа илчẻ ảна, вара шалтан питẻрẻнсе тảракан кảмảлне тек хытараймарẻ - икẻ куçẻнчен те куççуль тапса тухрẻ.

Ыйту: Темле астармảш туйảм ảна суя серепинчен вẻçертме васкарẻ. Мẻн шутларẻ вảл?

Вẻренекен: «Ан кулян. Мẻн вảл пẻрре ảнманни? Пẻр хутчен тунипех апчхи те йẻркеллẻ тảваймảн, тепрехинче йảлтах ảнảçать акả», - çапла лảплантарчẻ чунне вảрả пек йảпшảнса кẻнẻ ултавлả сасả.

Ыйту: Андрей çакảн хыççảн хảйне мẻнле тытрẻ?

Вẻренекен: Амảшẻ тип çу илме ярать. Юлнả укçипе каллех билет илет, билет çинче каллех вылявсảр тесе çырнине вулать. Тепẻр кунне те, виçмине те арçын ача киоск умẻнпе иртсе çÿрет. Малтан унтан тẻрлẻ теттесене туянас текенскер халẻ тảрук ảнкайсảр ẻмẻт урảххипе ылмашнине сисет: пысảк укçа выляса илесчẻ. Ашшẻпе амảшẻ эрнелẻх апатланма паракан укçана чảтảмсảррảн кẻтрẻ вảл.

Ыйту: Андрейảн шухảш-кảмảлẻ мẻнле улшảнчẻ?

Вẻренекен: Пысảк укçаллả пулас текен ẻмẻтпе çывảрма выртсан та çав шухảшпах вảранакан пулчẻ. Шкултан унччен чип-чипер вẻренекен ача хảй сисмесẻр урокра тимлеме пảрахрẻ, килти ẻçе те çиелтен кảна пурнảçларẻ. Математикảпа çырнả тẻрẻслев ẻçẻшẻн «иккẻ» илчẻ. Ку хушảра тепẻр эрнешẻн панả укçине те лотерея билечẻ туянса пẻтерчẻ. Суян ури кẻске теççẻ. Михẻре аптảрие упраймастảн, хảçан та пулин вảл шảтарса тухатех теççẻ. Андрейпа та çапла пулать. Ашшẻпе амảшẻ ывảлẻ хảйсене улталанине сисеççẻ. Ашшẻ ывảлне мẻн вẻрентсе калать?

Вẻренекен: Ку таранччен эсẻ улталанине пẻрре те курманччẻ эпир аннÿпе. Тÿрẻ чунлả ача çитẻнет-ха тесе тảраттảмảр. Пẻрре шанчảкран тухнả çынна кайран епле ẻненес? Паян пире улталатảн, ыран – юлташна, унтан – пурне те-и? Ултавảн ури кẻске. «Пур вảрттảнлảх çиеле тухатех», - тенẻ Библире. Çавна ан ман. Çын сисменнине Турả пẻлсе тảрать. Йẻркесẻр ẻçсемшẻн тивẻçлипе явап тытас самант пурин те çитетех. Лотерея выляса мала каяймảн. Тата укçине выляса илес пулсан та тар тảкмасảр килнẻ мул çынна ырả тумасть, сиен çеç кÿрет.

Андрея ашшẻ вẻрентсе каланả сảмахсем пирẻншẻн те вырảнлả. Çын пурнảçẻ ырảпа усал хушшинче иртет. Çавảнпа çынсем ыррисем те, усаллисем те пур. Ача ырả пуласси ытларах çемьерен килет. Ырảлảха упрамалла, тÿрẻ чунлả пулмалла. Çẻр çинче ырả çынсем ытларах пулсан тẻнче те илемлẻ. Кашни этем ырả пулсан çẻр-шывảмảр та ырả пулẻ.

III. Вẻренекенсем сảвả калаççẻ.

Валери Туркай. Йывảр – çын пулма

Кÿренме, паллах, ансат.

Йывảр – каçарма.

Йывảр – айảпа кẻрсен

Каçару ыйтма.

Йывảр – тẻнчене килме.

Йывảр – тẻнчепе

Килẻшÿллẻ пурảнма

Емẻр тảршшẻпе.

Йывảр – пурнảç хирẻнче

Тẻрẻс çул тупма.

Йывảр – çав çула тупсан

Танảкảнми утма.

Йывảр – çак сảвва çырма.

Тен, хảшне-пẻрне.

Вулама та çảмảл мар

Çак йẻркесене.

Йывảр, йывảр – пурảнма!

Çảмảл – парảнма.

Çảмảл - çын пекки пулма

Йывảр – çын пулма.


Çынна ырá ту

Çынна хуйхá пусать.

Çын – пèчченçè. Аптрать.

Çыннáн –

Çын чáтайми çухату.

Саспа мар, чèрепе

Çын сана йыхáрать,-

Эс васка ун патне.

Ырá ту.

Çыннáн – пысáк телей.

Çын – çын пек хèпèртет.

Чèрине

Шáнáçман юрату.

Çын пèччен савáнмасть.

Юлташне вáл чèнет,-

Эс васка ун патне.

Ырá ту.

Çын пèрре йáнáшать.

Йáнáшмасáр утма

Пултараймáн эс ху та,

Асту.

Çав çынна пулáшма,

Йáлт куçран калама

Эс васка ун патне.

Ырá ту.

Çын çынпа пурáнать.

Çын çынпа савáнать.

Çын! Хáватлáн янрать сан яту.

Çын юраттáр çынна,

Хисеплетр çынна.

Çын патне эс васка.

Ырá ту


«Çын пул», - тет чảваш. Чảн-чảн çын тепẻр çынна хисеплет, çавảнпа вảл пули-пулма тиркешмест, яланах лảпкả калаçать, хảйне сảпайлả тытать. Вảл нихảçан та суймасть. Чảн-чảн çын урамра та, ẻçре те хảйне йẻркеллẻ тытать, кẻçẻннисем умẻнче мухтанмасть. Чảн-чảн çын пулас тесен пẻр ывảнмасảр, вẻçẻмсẻр ẻçлемелле, ẻмẻр вуламалла, вẻренмелле. Çак шухảшах çирẻплетеççẻ те И.Я.Яковлев ÿкẻтẻнчи сảмахсем Халẻ «Укẻтри» сảмахсене вуласа пảхар.

Укẻт

1) Ырả çын пул.

2) Ватả çынсене хисепле.

3) Тантảшсем умẻнче пуçа каçảртса ан çÿре.

4) Хảвảнтан кẻçẻннисене кảмảл кÿр.

5) Аçупа аннÿнне хисепле.

6) Пẻчẻккисене ан макảрт.

7) Сана усал тума мар, ырả тума çуратнả.

8) Усал ẻçсем ан ту, усал сảмах ан кала.

9) Аслисем калаçнả чух вẻсен сảмахẻсене тảнла, ан пÿл.

10) Çыннảнне ан вảрла, хảвảн мẻн пуррипе тутả пул.

11) Çынна тÿррẻн, чипер кала.

2) Хуйхảллả çынна йảпат, ырả çынна пулảш.

Çак ÿкẻте пảхảнса пурảнсан сире çынсем хисеплẻç, санảн пурнảçу телейлẻ пулẻ.


IV. Пẻтẻмлетÿ. Пẻр-пẻрне яланах хисеплесе, пулảшса пырảр. Этемшẻн этем эмел

Поиск
Календарь
«  Май 2024  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Copyright MyCorp © 2024
Бесплатный конструктор сайтов - uCoz