Пятница, 03.05.2024, 09:11
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт Львовой Алисы Николаевны

Меню сайта
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0
Форма входа

СТАНДАРТ ОСНОВНОГО ОБЩЕГО ОБРАЗОВАНИЯ ПО РОДНОЙ ЛИТЕРАТУРЕ В ОСНОВНОЙ ШКОЛЕ

СТАНДАРТ ОСНОВНОГО ОБЩЕГО ОБРАЗОВАНИЯ 

ПО РОДНОЙ ЛИТЕРАТУРЕ В ОСНОВНОЙ ШКОЛЕ

 

Пẻтẻмẻшле тẻп вẻренÿ стандарчẻ

Чảваш шкулẻнчи тảван литература

 

«Чảваш литератури» предметảн тẻллевẻсем

 

   Чảваш литературине шкулта вẻрентессин тẻллевẻсене икẻ ушкảна уйảраççẻ:

1.      Ятарлả тẻллевсем:

·         чảваш халảх сảмахлảхẻпе çыруллả сảмахлảх хайлавẻсен чи паха тẻслẻхẻсемпе паллаштарасси;

·         ачасене сảмах ÿнерẻн пулảмẻсене ảнланма, ảша хывма вẻрентесси;

·         шкул ачин тẻнче курảмне никẻслеме пулảшасси; ачасен кảмảл-сипетне халảх педагогикипе эстетики, традицийẻсемпе философийẻ урлả аталантарасси;

·         илемлẻ сảнарлảха туйма, хаклама хảнảхтарасси, çыхảнуллả шухảшлава тарảнлатса парасси.

 

2.      Пẻтẻмẻшле тẻллевсем:

·         ẻç хảнảхảвẻсем йẻркелесси, вẻренекенсене ытти халảхсен литературипе паллаштарасси, справочниксемпе, словарьсемпе ẻçлеме вẻрентесси;

·         пуплев-хутшảну культурине аталантарасси;

·         ачасен шухảшлав пултарулảхне йẻркелесси;

·         общество пурнảçẻн пулảмẻсене, вẻсен çыхảнулảхне тарảнрах ảнланма пулảшасси;

·         тẻрлẻ предметсен çыхảнảвне пẻтẻмлетме май парасси.

 

«Чảваш литератури» предметảн

тытảмẻпе вẻренÿ вảхảчẻн виçи

 

   Тảван литературảна вẻрентме палảртнả сехетсен шутне литература аталанảвẻн тапхảрẻсене, çыравçảсен пурнảçẻпе литературảри пултарулảхне, текста тишкересси; литература теорийẻн тẻп ảнлавẻсемпе паллаштарасси; çыру ẻçẻсем ирттересси, вẻреннине аса илесси, илемлẻ сảмахлảх пултарулảхне аталантарасси кẻрет. Темảсене вẻрентме палảртнả сехетсен шучẻ улшảнма та пултарать, анчах çулталảкри сехетсен хисепẻ улшảнмалла мар.

   Чảваш шкулẻнче вырảс литературине чảваш литературипе пẻр харảсах вẻрентни вẻренÿ вảхảтне перекетлеме, теори материалне хảвảртрах пảхса тухма май парать.

 

 

VVII классем

   5-7 классенче тảван сảмахлảха вẻрентесси халảх традицийẻсем çинче никẻсленет. Ку классенче халảх сảмахлảхẻн  тата тảван литературảн ачасене ảс çемми илемлẻ хайлавẻсем тẻп вырảнта тảраççẻ.

   5-7 классенче текста тишкернẻ чухне кирлẻ ảнлавсемпе терминсене ảнлантармалла. Ку пусảмри ачасем хайлавсенче çыравçả ытларах пурнảçри чảн ẻçсене мар, хảй ảсланả пулảмсемпе геройсене сảнласа кảтартнине ảнланма тивẻç. Геройсене хакласа çырмалла, харпảр шухảшне палảртмалла. Хайлав содержанийẻпе тата тытảмẻпе çыхảннả тẻп ảнлавсем:

* илемлẻ хайлав теми, тẻп шухảшẻ;

* литература геройẻ, сảнар,  персонаж (сảн-сảпачẻ, ẻçẻ-хẻлẻ, шухảш-кảмảлẻ, тыткаларảшẻ), автор характеристики;

* хайлав тытảмẻ ( ẻç пуçламảшẻ, аталанảвẻ, чи хẻрÿ самант, ẻç вẻçленẻвẻ);

* сюжет (ẻçсемпе пулảмсен çыхảнảвẻ, персонажсем хушшинчи хирẻçÿ);

* прозảллả тата сảвảллả пуплев;  тропсем (эпитет, танлаштару, сảпатлантару, метафора), пуплев çаврảмẻсем;

* сảвả тытảмẻ (миçе çавраран тата йẻркерен тảни), сảвả ритмẻ, рифма, лирика геройẻ.

 

Пуплев тата çыру пултарулảхне

 аталантарасси

 

  Илемлẻ хайлавсене вуласа тухнả хыççảн каласа  е çырса панả май ачасен çакảн пек хảнảхусем пулмалла:

·         вуланине тẻплẻн, текст стилẻпе жанрẻн тẻп уйрảмлảхẻсене çухатмасảр каласа парасси;

·         текст тảрảх калаçу чẻлхи, илемлẻ литература чẻлхи,  официаллả стиль уйрảмлảхẻсене палảртма пултарасси;

·         сảмах майлашảвẻсемпе пуплевре усả курма хảнảхтарасси;

·         сảвả уйрảмлảхẻсене (интонации, тембр, чарảну, пусảм) тẻрẻс палảртасси;

·         юмах, калав тảрảх инсценировка е киносценари çырма хảнảхасси;

·         илемлẻ хайлав планне тảвасси;

·         шухảша çырса е сảмах вẻççẻн çыхảнуллảн каласа пама, пẻтẻмлетме, тẻслẻхсемпе çирẻплетме вẻрентесси;

·         сảвả-калав е драма сыпảкẻсене илемлẻн вулама, пảхмасảр калама вẻрентесси;

·         стена хаçатне заметка, корреспонденци, юлташ патне çыру çырасси;

·         словарьсемпе тата энциклопедисемпе усả курма вẻрентесси.

 

VII- IX классем

 

  8-9 классенчи темảсенчен пẻрисем литература ÿсẻмẻн уйрảм тапхảрẻсене сảнласа параççẻ, теприсем – уйрảм çыравçả пултарулảхне тẻпчесе-тишкерсе вẻренмеллисем.

  Тẻп вырảнта писательсемпе поэтсен, драматургсен чи паллảрах хайлавẻсем пулмалла.

  Тảван халảхảн ảс-хакảл, кảмảл-симет пуянлảхẻ çине таянса воспитани ẻçне йẻркелемелле, унảн ẻмẻрхи илемлẻх ảнкарảвне ảса хывтармалла, ачасен шухảшлавне тарảнлатса пымалла.

 8 класра темảна тата хронологие, 9 класра жанр уйрảмлảхне тата хронологипе историе, халảх, общество пурнảçне тẻпе хурса вẻрентмелле. Сыравçа биографийẻпе пултарулảхне тивẻçлẻ истори лару-тảрảвẻпе çыхảнтармалла.

 Ку пусảмри ачасене вулама пысảкрах хайлавсен сыпảкẻсене панả. Вуламалли текстсем çакнашкал пулмалла:

·         тẻрлẻ жанрпа çырнả, автор позицине уççảн палảртакан хайлавсем;

·         çẻр-шыв, тảван халảх ырлảхẻшẻн тảрảшма, унảн ирẻклẻхẻшẻн кẻрешме чẻнекен, патриотлảх, гражданлảх туйảмне аталантараканнисем;

·         çынсен хутшảнảвẻсене уçса паракан, çынна хисеплеме, пẻр-пẻрне ảнланса пулảшма, тÿрẻ чунлả, йẻркеллẻ пулма вẻрентекен хайлавсем;

·         тẻрẻслẻхшẻн кẻрешекен романтикảллả паттảрсен ẻçẻсене çырса кảтартакан приключениллẻ е детективлả хайлавсем.

   Илемлẻ хайлавсене сÿтсе явма теори пẻлẻвẻсем кирлẻ. 5-7 классенче туяннả теори пẻлẻвẻсен çыхảнуллả йẻркене  вырнаçтармалла. Литература речẻсен, тẻсẻсен, жанрсен тытảмẻ ачасен ảсẻнче системảланса çитмелле. Тẻп вырảнта çак ыйтусем тảраççẻ:

·         хайлавсен сảнарлả тытảмẻнче хảй евẻрлẻхẻ палảрнине курасси;

·         литературảн ретпе жанр уйрảмлảхẻсене ảнланасси;

·         чảн пурнảçпа автор ảсласа тунả сảнарсемпе пулảмсем хушшинчи шайлашảва, авторảн кảмảлẻпе шухảш-туйảмне асảрхасси;

·         çыравçả биографийẻ, унảн хайлавẻсем урлả вảл пурảннả вảхảта хак парасси.

 

Пуплев тата çыру пултарулảхне аталантарасси

   Ку ẻçе тẻрлẻ майпа йẻркелеме тата ачасен пẻлẻвне тẻрẻслеме пулать:

·         сảмах вẻççẻн калаттарса, ыйту-хурав мелẻпе;

·         çыру ẻçẻсем пурнảçлаттарса (хайлав сыпảкẻсен содержанине каласа пани е изложени çырни, калассин, çырассин планне туни, литература темипе сочинени, доклад, реферат çырни);

·         пултарулảх ẻçẻсем çырни ( рецензи, хаклав, аннотаци, сảвả, калав т.ыт.те).

   Ачасен илемлẻ литература, ảслảлảхпа политика, публицистикảпа критика тексчẻсене тẻрẻс, уçảмлả вулама пẻлмелле; автор хускатнả çивẻч ыйтусене палảртмалла, хайлаври илемлẻх мелẻсене тупса ảнлантармалла.

  Ытти ẻçсем: палảртуллả вулава хатẻрлени, çын умне тухса вулани е каласа пани, вẻрентекен каланине кẻскен конспектласа пыни, каламалли е çырса пымалли шухảшсен планне, тезисẻсене туни, вуланả кẻнеке, курнả спектакль, концерт, кинофильм, телепередача çинчен хак парса çырни.

 

Вẻренме сẻннẻ хайлавсем

Чảваш халảх сảмахлảхẻнчен

  Асамлả юмахсемпе паттảр юмахẻсем, чẻр чунсем çинчен калакан юмахсем. Халапсем, хайлавсем, легендảсем, шÿтсем. Ваттисен сảмахẻсемпе тупмалли юмахсем. Сảпка юррисем. Вảйả сảвả-такмакẻсем. Чẻнÿ-йыхрав сảввисем. Истори юррисем тата йảла юррисем. Арảмлả сảмахлảх. Туй сảмахлảхẻ.

 

Вảтам ẻмẻрсенчи культурảран

 Ахмед ибн Фадлан. «Пảлхар патшалảхне çитсе курни» (сыпảксем)

Паласахун Юсупẻ. «Хảтлả пẻлÿ» поэма сыпảкẻсем.

 

XIX ẻмẻрти чảваш литературинчен

 Ермей Рожанский. «Чảвашсем çинчен» очерк.

 Вảтảр Юман. «Чảтảмлảх çинчен» сảвả.

Охатер Томеев. « Вảйпа тẻне ан кẻртчẻр» çыру.

Василий Лебедев. «Пирẻн телей» сảвả. «Чảваш халапẻсем», «Чẻмпẻр чảвашẻсем тискер кайảк тытни» тẻрленчẻксем.

 Никита Бичурин. «Байкал» очерк.

 Спиридон Михайлов-Янтуш. «Хẻрринче выртасшảн мар», «Сунарçảн пуç пулнả-и?» шÿтсем. «Юнкả» сảвả. «Чее кушак» калав.  «Чảваш кẻвви-çемми çинчен» тẻрленчẻк.

 Михаил Федоров. «Арçури» поэма.

 Константин Иванов. «Нарспи» поэма. «Тимẻр тылả» халап. «Икẻ хẻр» юмах.

Николай Ашмарин. «Качи çảви» халап.

 

XX ẻмẻрẻн пẻрремẻш çурринчи литературảран

 

 Михаил Акимов. «Шÿт туни», «Тẻлẻнмелле» памфлетсем.

 Иван Яковлев. «Чảваш халảхне панả халал».

 Сеçпẻл Мишши. «Хурçả шанчảк», «Чảваш чẻлхи», «Иртнẻ самана», «Пуласси» сảвảсем. Крым сảввисем («Катаран каç килсен», «Инçе çинçе уйра уяр…», «Сẻн кун аки», «Тинẻсе».

  Николай Шелепи. «Суркунне», «Кẻпер хывни», «Раççей» сảвảсем.

  Федор Павлов. «Хитре» статья. «Вẻлле хурчẻ» сảвả.

 Георгий Тал-Мảрса. «Силпи – Пảлхар пики» сảвảллả трагедии сыпảкẻ.  «Хирте» сảвả.

 Хумма Семенẻ. «Шишка» калав.

 Иван Ивник. «Шурả юр», «Хẻл илемẻ» сảвảсем.

 Семен Элкер. «Ешẻл хунав» очерк. «Хẻн-хур айẻнче» эпикảллả поэма.

 Илле Тảхти. «Шерхулла» калав.

  Дмитрий Юман. «Пÿлẻх йảмри» калав.

 Ефрем Еллиев. «Чẻн тилхепе» калав.

 Марфа Трубина. «Хảнаран» калав.

 Иван Мучи. «Хурах!..Хут вẻрентеççẻ!» калав.

 Петẻр Хусанкай. «Таня» поэма. «Сảмах хảвачẻ» сảвả.

 Илле Тукташ. «Тảван çẻр-шыв», «Хẻл илемẻ», «Шурả кảвакарчảн», «Уйрảлу», «Шур Атảлта акảш ярảнать» сảвảсем.

 

XX ẻмẻрẻн иккẻмẻш çурринчи литературảран.

 

  Александр Артемьев. «Симẻс ылтảн» повесть. «Хунавлах хảрнисем»  роман сыпảкẻ.

 Митта Ваçлейẻ. «Тảван чẻлхем», «çẻр-шывảм, çẻр-шывảм…», «Тав сана», «Анатри юрả» сảвảсем.

  Мария Ухсай. «Ирхи сывлảм» юмах.

  Ухсай Яккảвẻ. «Сумảр», «Кảвак хуппи», «Анне мана тирпейлẻ пиелерẻ», «Сурхи ÿкерчẻксем» сảвảсем. «Атте-анне» поэма сыпảкẻсем. «Шурả хурảнпа калаçни» лирикảллả поэма.

 Петẻр Хусанкай. «Аптраман тавраш» сảвảллả роман сыпảкẻ. «Эпир пулнả, пур, пулатпảр» сảвả.

 Александр Алка. «Июнẻн 22-мẻшẻ», «Бранденбург хапхи умẻнче» сảвảсем.

 Александра Лазарева. «Урок пуçланчẻ», «Пẻрремẻш юрату» калавсем.

 Мẻтри Кипек. «Ягуар» калав. «Кайảк тусẻ» повесть сыпảкẻсем.

 Алексей Воробьев. «Сурхи хирте», «Сảкảр» сảвảсем.

 Николай Терентьев. «Сил çинчи çеçпẻл» драма сыпảкẻсем.

 Стихван Шавли. «Вẻçкẻн Ваççа» юптару.

 Валентин Урташ. «Пурảнас килет» поэма.

 Георгий Краснов. «Тинẻсре тупнả çẻрẻ» повесть сыпảкẻсем.

 Юрий Сементер. «Вилẻме улталани» сảвảллả юмах. «Пакшапа чакак» юптару. «Сунảм» сảвả.

 Михаил Сунтал. « Асатте кẻпи» повесть сыпảкẻсем.

 Александр Кảлкан. «Тảрлавсảр хảнтảр», «Аташнảскерсем», «Хảравçả мулкач» юптарусем.  «Алим» пьеса.

 Илпек Микулайẻ. «Госпитальте» калав.

 Николай Айзман. «Аçта-ши ман атте?» драма сыпảкẻсем.

 Анатолий Емельянов. «Сырма Куçми» очерк.

 Лаврентий Таллеров. «Пысảк тẻнчери пẻр пẻчẻк чун» калав.

 Юрий Скворцов. «Хẻрлẻ мảкảнь» повесть. «Ултảк», «Пушмак йẻрẻ», «Хачảллả пулả» калавсем.

 Ева Лисина. «Сảкảр чẻлли», «Пảркка мучи» калавсем. «Мускав кушакне вилме памарảм» калав. «Арçук» повесть сыпảкẻсем.

 Валерий Туркай. «Ниме» сảвả.

 Людмила Сачкова. «Шảпảрлан» пьеса. «Чẻкеçẻм, чẻкеç» повесть. «Оля-Улькка» калав.

 Петẻр Эйзин. «Йảмрапа хурảн», «Кураканни курать» сảвảсем.

 Аркадий Еçхẻл. «Анне» сảвả.

 Николай Мартынов. «Юнлả çырла» калав.

 Валентина Эльпи, Иван Егоров, Лидия Сарине, Улькка Эль
Поиск
Календарь
«  Май 2024  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Copyright MyCorp © 2024
Бесплатный конструктор сайтов - uCoz